Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫӗнӗ обелиск тума пуҫланӑ. Унччен пулни кивелнӗ те ун вырӑнне ҫӗннине купалас тенӗ. Ӗҫе районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Святослав Иванов тата «Красное Сормово» тулли мар яваплӑ общество ертсе пырать иккен. Обелиска Вячеслав Семенов, Алексей Данилов тата Юрий Иванов хӑпартаҫҫӗ.
Вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса ҫӗнӗрен палӑк лартнине Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнче вилнине асра тытас тенипе сӑлтавлаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине вӑл енчи виҫӗ ялтан — Яманакран, Ешкилтрен, Ҫирӗклӗрен 258 ҫын тухса кайнӑ. Каялла 141-шӗ кӑна таврӑннӑ, ыттисем пурте вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине кӗтсе илме Кӗҫӗн Шетмӗ тӑрӑхӗнче пӗр ветеран та хутшӑнаймӗ — паянхи кун тӗлне вӗсем пурте леш тӗнчене кайма ӗлкӗрнӗ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӑн Культура ҫуртӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӗве 70 ҫул ҫитнине, Литературӑпа Константин Иванов ҫулталӑкне, вырӑс тата чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсене юбилейӗсене халалланӑ чаплӑ гала-концерт иртрӗ. Ял тӑрӑхӗсен йӑлана кӗнӗ смотр-отчечӗсем вӑхӑтӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсен чи лайӑх номерӗсене суйласа илнӗ, шӑпах ҫавсене курма халӑх йышлӑ пухӑннӑ та. Районти чи лайӑх хор, ташӑ, фольклор коллективӗсем хутшӑнчӗҫ гала-концерта. Пӗччен е иккӗн юрлакансем те, кулӑшла сценкӑсем кӑтартакансем те, сӑвӑ калакансем те пулчӗҫ. Вӗсене залта ларакансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.
Чи малтанах ачасен пултарулӑхӗ пирки каласа хӑварас килет. Ҫитӗнекен ӑру сцена ҫине тухни пурин кӑмӑлне те каять, ку хутӗнче те ачасен хорӗ шӑрантарнӑ юрӑсемпе, илемлӗ ташӑсемпе куракан кӑмӑллӑ юлчӗ. Штанаш, Пантьӑк, Хӗрлӗ Чутай, Кив Атикасси ял тӑрӑхӗсенчи фольклор ушкӑнӗсем чӑваш ташши-юррисемпе савӑнтарчӗҫ.
Штанашсен Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмипе ҫыхӑнтарса лартса панӑ ӗлӗкхи чӑваш туйӗ, ташӑ-юрӑ композицийӗ куракансен кӑмӑлне кайрӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене (ун пеккисем Чӑваш Республикинче 25 пин ытла ҫын) юбилейлӑ ҫӗнтерӳ ҫулӗпе пӗр хутчен укҫан парса хавхалантарма хушу кӑларнӑ. Кашнине ҫичшер пин тенкӗ параҫҫӗ. Ҫак тӳлеве илекенсем кашни районтах пур. Патӑрьел районӗнче, сӑмахран, 36 вӑрҫӑ ветеранӗпе 17 инвалид. Тӑлӑха юлнӑ вӑрҫӑ ветеранӗсемпе участниксен мӑшӑрӗсене те хавхалантару кӗтет.
1941 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен (6 уйӑхран кая мар) тылра хастар ӗҫленисене (Патӑрьел районӗнче ун пеккисем 941 ҫын) виҫшер пин тенкӗ параҫҫӗ.
Тӳлеве илес тесен ыйтупа тухма е хушма документсем хатӗрлеме кирлӗ мар. Пенси фончӗн уйрӑмӗ укҫана куҫарма пуҫӑннӑ. Ӑна ака уйӑхӗпе ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫынсем патне ҫитерӗҫ.
Раҫҫейӗн Президенчӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ май тӗрмере ларакансенчен хӑшӗсене ирӗке кӑларма шухӑшлать. Йышӑну проекчӗсене РФ Патшалӑх Думине ҫитернӗ.
Ҫӗршыв ертӳҫи вӑтам тата пысӑк мар йывӑрлӑхлӑ преступлени тунисене каҫарма шухӑшлать. Тӗрмерен тухас тесен вӗсен ҫӗршыв умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсем туни кирлӗ. Кунта, тӗслӗхрен, Афганистанри, Чечен Республикинчи тата Ҫурҫӗр Кавказ регионӗсенчи хирӗҫтӑрусене хутшӑнни кӗрет. Чернобыльти инкеке сирме хутшӑнни те амнистие лекме пулӑшайӗ. Ҫул ҫитменнисем, пӗчӗк ачаллӑ е сусӑр ачаллӑ хӗрарӑмсем, йывӑр ҫын-хӗрарӑмсем, ҫул ҫитмен ачасене пӗччен ӳстерекен арҫынсем, 50 ҫултан иртнӗ хӗрарӑмсемпе 55 ҫултан иртнӗ арҫынсем, I тата II ушкӑн сусӑрӗсем те амнисти пирки ӗмӗтленме пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне йывӑр чирлисене те амнистипе кӑларассине палӑртнӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май ветерансем валли парнесем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-12-мӗшӗсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем тата сусӑрӗсем тӗрлӗ транспортпа тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ.
Унта автобуссем кӑна мар, пуйӑссем, авиа- тата юханшыв транспорчӗсем кӗреҫҫӗ. Ветеранпа пӗрле тепӗр ҫын, ӑна илсе ҫӳрекенни, тӳлевсӗр кайма пултарать.
Чӑваш Енре кӑна мар, унӑн тулашӗнче те тӳлевсӗр ҫӳреме май пулӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, 14 фронтовик Мускаври, Питӗрти, Севастопольти, Волгоградри уяв мероприятийӗсене хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ветерансене вокзала та илсе ҫитерӗҫ.
ЧР транспорт министрӗ Владимир Филиппов пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳлевсӗр ҫӳрес тесен кассӑсене пымалла. Унта кирлӗ документсене хатӗрлӗҫ. Кун валли Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ, сусӑр пулнине ӗнентерекен удостоверени, паспорт кирлӗ. Ветеранпа илсе ҫӳрекен ҫыннӑн паспорчӗ те кирлӗ.
Акан 27-мӗшӗнчен пуҫласа "Ҫӗнтерӳ ҫырӑвӗ" акци иртӗ. Ҫав кун тӗп хуламӑрти аслӑ тата вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче Ҫӗнтерӳ сехетне йӗркелеҫҫӗ, волонтерсен корпусӗн хастарӗсем студентсене вӑрҫӑ тематикиллӗ тата Ҫӗнтерӗвӗн сумлӑ юбилейне халалланӑ хӑтлавсемпе паллаштарӗҫ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ аслӑ ӑрури тӑванӗсем патне ҫамрӑксем «Ҫӗнтерӳ ҫырӑвӗ» ҫырӗҫ. Виҫкӗтеслӗ ҫырусенче вӗсем хӑйсем тӑван кӗтесӗшӗн, республикӑшӑн, ҫӗршывшӑн тата Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн сумне упраса хӑварассипе мӗн тунипе паллаштарӗҫ.
Ҫырӑва А4 форматлӑ хут ҫине ҫырмалла, ят-хушамата, ӑҫта вӗреннине е ӗҫленине палӑртмалла, ӑна кам ячӗпе шӑрҫаланине кӑтартмалла. Ҫырусене нимеҫӗсем (волонтерсем) пухӗҫ, тишкерме-пӗтӗмлетме федерацири нимеҫӗсен штабне ҫитерӗҫ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче сцена ҫине «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» трагикомеди кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Премьерӑна ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче куракан патне ҫитерӗҫ. Пьеса авторӗсем — Анатолий Хмытпа Вячеслав Оринов.
«Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» пӗччен фронтовикӑн шӑпипе паллаштарать. Оккупациленӗ Кейӳ хулинчен 1941 ҫулта Мирон мучи выҫӑ ачасене ҫӑлса партизан отрядне ӑсатнине унпа пӗр ял ҫыннисем пӗлмеҫҫӗ те иккен. Чылай ҫул иртсен Мирон мучие хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ҫӑлнӑ пӗр тӑвансем шыраса тупаҫҫӗ.
Трагикомедин жанрӗ тӗп сӑнарӑн тата ӑна пӗлекенсен чун хевтине ӑнланма май парать тесе пӗлтереҫҫӗ театрта.
Рольсенче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павлов, Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Красова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Владимир Григорьев, Николай Дмитриев, Станислав Владимиров, Александр Степанов, Ирина Архипова, Венера Пайгильдина, Ольга Почалкина, Светлана Дмитриева тата ыттисем выляҫҫӗ.
Раҫҫей Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тунӑ май Мускавра «Чӑваш Ен — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче» ятпа уяв кӑҫӗ ирттерме палӑртнӑ.
Каҫ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тӗп музейӗнче ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 14 сехетре пуҫланмалла.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков музей директорӗн ҫумӗсемпе Татьяна Беляевӑпа, Михаил Михальчев майор генералпа тӗл пулнӑ. Унта вӗсем уява мӗнлерех ирттересси, сценари пирки калаҫнӑ.
Татьяна Беляева палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн чылай регион, общество организацийӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тӗп музейӗнче мероприяти йӗркелеме пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Анчах музей Леонид Волков, Мускаври чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗсем патриотлӑх воспитанийӗ енӗпе хастар ӗҫленине кура мероприяти ирттерме пӗр иккеленмесӗрех ирӗк панӑ.
Мероприятие пурне те чӗнеҫҫӗ, унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче наци библиотекинче таврапӗлӳҫӗсен черетлӗ пухӑвӗ пулчӗ. Ӑна Виталий Станъял ертсе пычӗ. Вӑл таврапӗлӳҫӗсем ҫак хушӑра тунӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ: «Пурӗ 3 пине яхӑн таврапӗлӳҫӗ, 167-шӗ «Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ» ята тивӗҫнӗ. Юлашки вӑхӑтра халӑх хӑйӗн несӗлӗсемпе ытларах интересленме пуҫларӗ, ялсен историйӗсем ҫинчен чылай пахалӑхлӑ кӗнекесем кун ҫути курчӗ. Пур район та энциклопеди кӑларас енӗпе ӗҫлет», — терӗ. Вӑл шкулти музейсене йӗркелесе яма, 50 томлӑ энциклопеди кӑларма сӗнчӗ: вӑл шутра отрасль энциклопедисене те, сӑмахран: чӑвашри кайӑксем пирки.
Тӗмен хастарӗ хӑйсем туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа кӑтартрӗ. Унта пурӑнакан чӑвашсем Бичурин вулавӗсем те ирттернӗ. Президиума 4 ҫынна суйларӗҫ. Вӗсем хӑйсем хушшинче ертӳҫӗне суйлӗҫ, мӗншӗн тесен паянхи ертӳҫӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑннӑ пирки ӑна ку ӗҫре тӑрӑшма йывӑртарах. Пухӑннисем пушӑн 28-мӗшне «Таврапӗлӳҫӗ кунӗ» тесе шутлама сӗнчӗҫ, ку ыйтӑва аслӑ вырӑнта ларакансем татса парасса шанаҫҫӗ.
Унтан академиксен канашлӑвӗ пулчӗ. Унӑн ертӳҫи Ерагин темиҫе паллӑ ӑсчаха академиксен ретне илнӗ ятпа билет пачӗ, тӑрӑшуллисене тӗрлӗ медальпе чысларӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ял-хулара Георги хӑйӑвне валеҫме пуҫласси ырӑ йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та ку акцие ирттерӗҫ. Шупашкарта хӑйӑва акан 22-мӗшӗнче валеҫме тытӑнӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ таранах тӑсӑлӗ.
Шупашкар хула влаҫӗсем хӑйӑва валеҫмели вырӑнсене палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Тӗп вырӑн — Республика лапамӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен общество чарӑнӑвӗн вырӑнӗсенче те ёна тивӗҫме май пур. Ҫӗнтреӳ кунӗнче «Ҫӗнтерӳ» паркра тата Хӗрлӗ лапамра парӗҫ. Хӑшӗсем ӑна автомашина ҫине ҫыхса хураҫҫӗ, теприсем — сумка ҫумне, ҫипуҫа Георги хӑйӑвӗпе капӑрлатакан та пур.
Пӗтӗмпе Шупашкарта кӑҫал 50 пине яхӑн хатӗрленӗ. Хӑю валеҫме волонтерсене явӑҫтараҫҫӗ.
Сӑмах май, акан 22-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ Ялавне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗклӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рябчиков Владимир Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машин тӑваканӗ ҫуралнӑ | ||
| Мустаев Олег Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |